Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленеççĕ

E-mail Печать PDF

танташАстрономири Сириус — каçхи тÿперичи çутă çăлтăр. Сочири Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ центрне ахальтен мар «Сириус» ят панă. Кунта çĕршыври чи çивĕч ăслă ачасене пуçтараççĕ. Шупашкарти 44-мĕш лицейра 7-мĕш «д» класра вĕренекен Кирилл Красновпа Юлия Каунова «Сириусра» пĕлĕвне тарăнлатма тивĕçнĕ. Вĕсем тĕрлĕ олимпиадăра çĕнтернĕ. Республикăра математикăпа иртекен олимпиадăра вĕсем 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех 7-мĕш класс программин заданийĕсене пурнăçласа малти вырăнсене йышăннă. Мĕнле-ха капла? Çак предмет пиртен чылайăшĕшĕн чи йывăрри шутланни вăрттăнлăх мар-çке.

http://hypar.ru/cv/tenche-shayenchi-olimpiadana-hutshanma-emetlenecce

Обновлено 02.11.2017 23:06  
© 2017 Лицей 44. Все права защищены.
Joomla! — свободное программное обеспечение, распространяемое по лицензии GNU/GPL.